Википедине килĕрех!

Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 41 741 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.

Тан Турă Амăш турăшĕ — Турамăш Христос пепкене аллинче тытса ларнине сăнарлакан турăш, ăна Елеуса (Юмартлăх) мелĕпе çырнă. Турăш икĕ енлĕ, хыçалти енĕнче Турă Амăш Вилнине ӳкернĕ.

Халăх сăмахĕпе (Тан мăнастăрĕн 1692 çулхи кĕнекинче çырнипе), Сиротин хулинчен тан каcакĕсем мускав кнеçне, Тан Дмитрийне Куликово çапăçăвĕ умĕн (1380 çул) парнеленĕ. Вырăс Чиркĕвĕнче асамлă турăш шутланса хисеплĕ вырăн йышăнать.

Ӳнер тĕпчевçисем турăша 1380-1395-мĕш çулсенче çырнă пулĕ тесе шутлаççĕ, ăна те Феофан Грек, те унăн çывăх таврашĕнчи ӳнер ăсти хайлама пултарнă теççĕ. Хальхи вăхăтра турăш Патшалăх Третьяков галереинче упранать.

Тан Турă Амăш турăшĕ


Ĕшнеуй (выр. Шняево) — Сарăту облаçĕн Пасарлă Карабулак районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле мар. Истори тĕлĕшпе пăхсан та, хальхи тăрăмпа та чăваш ялĕсем татах пур (пулнă).

2002-мĕш çулта 727 çын пурăннă, 2010-мĕш çулта вара халăх йышĕ 563 çити чакнă.

Яла 1692 çулта Чулхулара карапсем тăвассипе палăрнă чăвашсем никĕсленĕ. Алексей Михайлович Романов патша Сарăту кĕпернинчи Уза шывĕ тĕлĕнчи вырăнпа усă курма грамота панă.

Ĕшнеуй
Ытти суйласа илнĕ статьясем

  • 1807 — вырăс-прус-франци вăрçин чи нумай юн юхтарнă кун
  • 1845 — Уильям Ллойд вандал Британ музейĕĕнче авалхи Портленд чӳлмекне (капăрл.) ватса çĕмĕрнĕ
  • 1855 — Раççейпе Япони хушшинчи пĕрремĕш дипломати килĕшĕвĕ
  • 1857 — «Мадам Бовари» авторне этем пĕрлĕх моралĕнчен мăшкăланă тесе айăплама пăрахнă
  • 1914 — «Детские автомобильные гонки» фильмĕнче киноэкран çине пĕрремĕш хут «Чарли çапкаланчăк» тухать
  • 1932Ларионов Никита Ларионович, чăваш çыравçи, сăвăçи çуралнă.
  • 1965 — АПШ ТÇВ Вьетнам вăрçи пуçланнăранпа иккĕмĕш хут Çурçĕр Вьетнам çине бомбăсем пăрахнă
  • 1984 — Роберт Стюарт тата Брюс Маккэндлесс астронавтсем пĕрремĕш уçă космоса çыхăнмалли фалсăр тухнă
  • 1992 — Раççей Федерацин Аслă Канашĕ «О защите прав потребителей» саккуна йышăнать
  • 1997Токарев Аверий Матвеевич, чăваш кĕвĕçи вилнĕ.

Суйласа илмен. Ку Сирĕн тивĕç!
Суйласа илнĕ эрне статьисем
Сăваплă Кириак чиркĕвĕнчи алтарь, Пфаррверфен, Зальцбург, Австри.

Википедири çĕнĕ статьясенчен:



Википедире епле ĕçлемеллине тĕплĕн Википедин вырăс уйрăмĕнче ăнлантарса панă.

Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.

Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.

Мета-вики — координаци Викиампар — ӳкерчĕксем Викиверситет — вĕренӳ Викивулавăш — çăл куçсем Викикаларăш — каларăшсем
Викикĕнеке — кĕнекесем Википеди — энциклопеди Викисăмахсар — сăмахсар Викитĕссем — биологи тĕсĕсем Викихыпар — хыпарсем


This article is issued from Wikipedia. The text is licensed under Creative Commons - Attribution - Sharealike. Additional terms may apply for the media files.