Тĕп страница

Википедине килĕрех!

Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 43 342 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.

Суйласа илнĕ статьясем

Тан Турă Амăш турăшĕ

Тан Турă Амăш турăшĕ — Турамăш Христос пепкене аллинче тытса ларнине сăнарлакан турăш, ăна Елеуса (Юмартлăх) мелĕпе çырнă. Турăш икĕ енлĕ, хыçалти енĕнче Турă Амăш Вилнине ӳкернĕ.

Халăх сăмахĕпе (Тан мăнастăрĕн 1692 çулхи кĕнекинче çырнипе), Сиротин хулинчен тан каcакĕсем мускав кнеçне, Тан Дмитрийне Куликово çапăçăвĕ умĕн (1380 çул) парнеленĕ. Вырăс Чиркĕвĕнче асамлă турăш шутланса хисеплĕ вырăн йышăнать.

Ӳнер тĕпчевçисем турăша 1380-1395-мĕш çулсенче çырнă пулĕ тесе шутлаççĕ, ăна те Феофан Грек, те унăн çывăх таврашĕнчи ӳнер ăсти хайлама пултарнă теççĕ. Хальхи вăхăтра турăш Патшалăх Третьяков галереинче упранать.

Тан Турă Амăш турăшĕ


Ĕшнеуй ялĕ, Сарăту облаçĕ.

Ĕшнеуй (выр. Шняево) — Сарăту облаçĕн Пасарлă Карабулак районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле мар. Истори тĕлĕшпе пăхсан та, хальхи тăрăмпа та чăваш ялĕсем татах пур (пулнă).

2002-мĕш çулта 727 çын пурăннă, 2010-мĕш çулта вара халăх йышĕ 563 çити чакнă.

Яла 1692 çулта Чулхулара карапсем тăвассипе палăрнă чăвашсем никĕсленĕ. Алексей Михайлович Романов патша Сарăту кĕпернинчи Уза шывĕ тĕлĕнчи вырăнпа усă курма грамота панă.

Ĕшнеуй
Ытти суйласа илнĕ статьясем

Кун пулăмĕсем

«Дискавери» космос челнокĕ
  • 1721 — Çурçĕр вăрçине вĕçлекен Ништадт лăпкăлăхĕ çине алă пуснă.
  • 1813 — Кульм патĕнчи çапăçура вырăс çарĕсем Вандам генерала тыткăна илеççĕ
  • 1854 — Крым вăрçи: Петропавловск хӳтĕлевĕ пуçланать
  • 1873 — Карл Вейпрехтпа Юлиус Пайерăн австри экспедицине Баренц тинĕсĕн çурçĕр енчи паллă мар çĕр патне юхтарса каять
  • 1942 — Германи Люксембурга аннексиленĕ
  • 1946СССР Аслă судăн вăрçă коллегийĕ Семёнова атаман, Родзаевский тата урăххисен ĕçĕпе суд йышăнăвĕ тухать
  • 1963 — Вашингтон — Мускав хĕрӳ çыхăну ĕслеме тытăнать
  • 1984 — «Дискавери» космос челнокĕн пĕрремĕш вĕçевĕ (капăрл.)
  • 1991«Хыпар» хаçат каллех хăйĕн малтанхи «Хыпар» ячĕпе тухма пуçланă. Унчен вăл «Коммунизм ялавĕ» ятлă пулнă.

Эрнери пĕрлехи ĕç

Суйласа илмен. Ку Сирĕн тивĕç!
Суйласа илнĕ эрне статьисем

Паянхи сăн

Пурĕ те лайăх пулĕ. Мартин Крид инсталляцийĕ, Крайстчёрч ӳнер галерейи, Крайстчёрч, Нью-Зеланд.

Эсир çакна пĕлетĕр-и…

Википедири çĕнĕ статьясенчен:

Морав çăлтăрĕ



Пĕлсе тăма

Википедире епле ĕçлемеллине тĕплĕн Википедин вырăс уйрăмĕнче ăнлантарса панă.

Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.

Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.

Тĕрĕк Википедисем

Тăван проектсем

Мета-вики — координаци Викиампар — ӳкерчĕксем Викиверситет — вĕренӳ Викивулавăш — çăл куçсем Викикаларăш — каларăшсем
Викикĕнеке — кĕнекесем Википеди — энциклопеди Викисăмахсар — сăмахсар Викитĕссем — биологи тĕсĕсем Викихыпар — хыпарсем


This article is issued from Wikipedia. The text is licensed under Creative Commons - Attribution - Sharealike. Additional terms may apply for the media files.